Районти паллă çын — халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, ЧР композиторсен Ассоциацийĕн членĕ, Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, Н. Ф. Филимонов авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче 75 çул тултарчĕ.
Шăпах хăй çуралнă кун хамăрăн ятлă-сумлă ентешĕмĕре сума суса савăнăçлă каç иртрĕ. Ăна газ уçлакан станцинче вăй хуракан, унти клубăн хастарĕ, Васнар арĕ Владимир Григорьев йĕркелесе ертсе пычĕ. Чи малтанах вăл юбилярăн кун-çулĕпе паллаштарчĕ, ун хыççăн Н. Филимонова саламлама килнисене сăмах пачĕ.
Юбилей каçне тăван-хурăнташĕсем, тус-юлташĕсем, пĕрле ÿснĕ е вĕреннĕ тантăшсем, сăвăç-юрăçсем, учрежденисен ертÿçисемпе обществăлла организацисен яваплă çыннисем йышлăн пухăннă. Кашниех юбиляр ячĕпе ăшă сăмахсем калама, пурнăçра унпа пĕрле ирттернĕ вăхăтсене аса илме тăрăшрĕ. Хăнасенчен чи ватти Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ, 88 çулхи М. Прохоров пулчĕ. Вăл çур ĕм
...
Малалла вула, тархасшăн »