Сайт тытăмĕ
Ыйтăм
Пирĕн сайта хаклăр
Пурĕ миçе хурав: 26
Статистика

Халĕ кунта миçен: 1
Хăнасем: 1
Усă куракансем: 0
Кĕмелли форма
Информация о сайте
Фестиваль историйĕ

Епле чăмăртанннă-ха, йĕркеленнĕ-ха "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестиваль? 
1996 çултах Трак енре вырăнсенчи пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсене хамăр тăрăхри хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен юрри-кĕввисемпе анлăлатассипе пуянлатас тапхăр пуçланнă. Район администрацийĕн ун чухнехи культура пайĕн заведующийĕ В. Серафимов асăннă ыйтупа районти культура пайĕн йĕркелÿпе методика центрĕн ертÿçипе З. Смирновапа тата ЧР музыка обществин районти председателĕпе, хăй тĕллĕн вĕреннĕ Ю. Шепилов композиторпа çума-çуммăн ларса канашланă, 1997 çулта Трак çĕрĕ çинче "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестиваль ирттерме палăртнă. Ку пархатарлă та чыслă ята ытахальтен шыраса тупман-ха вĕсем. Мĕншĕн тесен Трак çĕрĕ Мăн Шетмĕпе Кĕçĕн Шетмĕ, Мăн Çавал юхан шывĕсен ытамĕнче пурăнать, ĕçлет, малашлăх туйăмĕсене алла илет.
Тата асăннă юхан шывсем республикăри тăхăр район территорийĕсенче те вырăн тупнă, шутласа пăхнă тăрăх çĕнĕ юхăма вăрнарсемпе çĕрпÿсене, шупашкарсене, канашсене тата ыттисене те явăçтарма май пур вĕт.
Трак тăрăхĕнче "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивале йĕркелессине, çапла майпа хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсене творчество лаççинче явăçтарса халăх умне кăларассине ун чухне Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ Н. Ершов-Янгер çыравçă та ырланă.
Пĕрлĕхре вăй тенешкел, пуçару ушкăнĕн шухăшне тĕпе хурса, "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивалĕн положенийĕпе условийĕсене туса хатĕрленĕ.
Трак ен, пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă тенĕ пек, пысăках мар район пулин те, пултаруллă та тĕрлĕ енлĕ талантлă çынсемпе пуян. Эпир Çавалçырмара çуралса ÿснĕ Филипп Лукин, Константин Архипов (Тури Типçырма), Наум Григорьев (Кăлава), Никита Чернышев-Шетмĕ (Çĕньял Шетмĕ), Илья Степанов, Михаил Ильин (Кушкă), Пăрăнтăкра çуралнă, Яманакра çитĕннĕ Гурий Алексеев, Николай Филимонов (Тватпÿрт), Зоя Петрова (Анат Кушар) композиторсемпе чăннипех те мухтанатпăр.
Çапла, 15 çул каялла "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестиваль пуçласа Трак ен ялĕсенче, чи малтанах Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕнче çынсене пухрĕ. Вырăнсенче чылай композиторсене, юрăçсене, юрлакансен ушкăнĕсене тупса палăртрĕ, сцена çине илемлĕ чăваш çи-пуçĕпе кăларчĕ. Çав йышра Ю. Шепилов, М. Дмитриев, О. Димитриев, А. Герасимова, В. Рудникова, Г. Дубров, Н. Никоноров, В. Никандров, В. Уганин, Г. Прокопьев, Г. Горшкова, Г. Никифорова, С. Гаврилов тата хăй тĕллĕн вĕреннĕ ытти композиторсем юрă-кĕвĕн вĕçсĕр-хĕрсĕр тĕнчине пĕрлешрĕç.
— 1998 çулта "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивалĕн Трак тăрăхĕнчи сцени çине Çĕрпÿпе Шупашкар, Çĕмĕрле районĕсенчи композиторсемпе сăвăçсем, юрăçсем тухни савăнтарчĕ мана. Çĕнĕ юхăм район тулашне, республика шайне хăпарчĕ. Шучĕпе пĕрремĕш фестивалĕн пĕтĕмлетĕвĕпе хаклавĕ районти культура çуртĕнче иртрĕ пулсан, 1999 çулхи фестиваль-юрă уявĕ Янкасра пулчĕ, ăна Чăваш телевиденийĕпе ÿкерсе телеэкран çине кăларма пултартăмăр, — аса илет халь хыçа юлнă тапхăра В. Серафимов. — 2001 çулхи "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестиваль — юрăçсен праçникне канашсемпе вăрнарсем, çĕрпÿсемпе шупашкарсем хутшăнса тупăшрĕç.
Хамăр ентешсем — Верăпа Гурий Алексеевсем (Çĕрпÿ районĕнчи Кăнарта пурăнаççĕ) тата "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивальпе хавхалансах пуль 1999 çулта "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” юрă та çырнă.
... Ÿснĕçемĕн çамрăк ăрусем
Кĕвĕленĕç çĕнĕ юрăсем.
Янăраччăр ĕмĕрех вĕсем,
Шетмĕпе Çавалăн кĕввисем.
Юлашки икĕ-виçĕ çул хушшинче профессиллĕ юрăçсем те фестивальсен сценисем çинче палăрнă, лауреат ятне тивĕçнĕ хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен юрри-кĕввисене профессиллĕ чун туртăмĕпе хак парса хăйсен репертуарне кĕртрĕç. Çав сумлă, пархатарлă йышра Чăваш Республикин халăх артисчĕсем — Зоя Лисицина, Тамара Гурьева, Иван Христофоров тата ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕсем Лариса Васильевапа Маргарита Туринге те пур.
Анатолий Юдин, сăмахран, Кушкăра çуралса ÿснĕ, Вăрнарти культура çурчĕн илемлĕх ертÿçинче вăй хурса Вăрнар тăрăхĕнче "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивалĕн концерчĕсене йĕркелеме пултарчĕ. Шупашкар районĕнчи Иккассинчи юрăçсен ушкăнĕ те (илемлĕх ертÿçи Анатолий Печников) тата кÿкеçсен "Юмансар” ушкăнĕ те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарни ырă тĕслĕх. Çав йышра Ванюшкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Любовь Афанасьева та хăйĕн ăсталăхне туптанă.

Ершов Н.Г.
«Салютри» концертра 

Эпир ҫулленех «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестиваль ирттернине пӗлсен, иртнӗ кӗркунне вӑрнарсем пире, Трак тӑрӑхӗнчи композиторсене, асӑннӑ фестивалĕн лауреачӗсене тата чи пултаруллӑ коллективсене хӑйсем патне, ҫак ятпах иртекеи пӗрремӗш фестивале чӗнчӗҫ. Унта районти Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх хорӗ тата темиҫе композитор хутшӑнчӗҫ. Эпир кӗвӗленӗ юрӑсем, юрӑҫсен ӑсталӑхӗ вӑрнарсене тӗлӗнмелле кӑмӑла кайни ҫинчен вӗсем пытармасӑр, нумай каларӗҫ. Мухтарӗҫ пире, ҫав вӑхӑтрах хӑйсен пултарулӑх шайӗ пёчӗкреххишӗн хурланса калаҫрӗҫ. Ҫак сӑмахсем вара пире хавхалантарчӗҫ, эпир ялсенче ҫеҫ мар, хуласенче те намӑс курас маррине палӑртрӗҫ.

Ҫӗнӗ ҫул умӗн Шупашкарти «Салют» культура керменне  ҫитсе унта хамӑр пултарулӑха кӑтартма калаҫса татӑлтӑмӑр. Пуҫланчӗ вара    хӗрӳ ӗҫ. Композиторсем     хӑйсен чи лайӑх юррисене ӑстасене сӗнме пуҫларӗҫ.   Коллективсем репетици хыҫҫӑн  репетици ирттерчӗҫ. Культура ҫурчӗн методика кабинечё      чӑн-чӑн   штаб пулса тӑчӗ      тейӗн.    Штаб пуҫӗнче, паллах, унӑн   заведующийӗ 3. Н. Смирнова. Вӑл   мӗнпур ыйтусене координацилесе тӑчӗ, нумай ҫынсене курӑнман ӗҫ ту­рĕ. Ҫакӑншӑн ӑна композиторсенчен тата   юрӑ-ташӑ ӑстисенчен  питӗ пысӑк тав.

Район администрацийӗн куль­тура пайӗн пуҫлӑхӗсем ытлашшиех чӑрмантарманнипе шутланӑ ӗҫсем йывӑррӑн, анчах пулсах пычӗҫ. Радиопа телевидени урлӑ реклама янӑрарӗ, «Красноармейскинчи издатель­ство ҫурчӗ» РПУПӗнче ҫур кун хушшинчех концерта йыхравлакан пӗлтерӳсем ҫапса пачӗҫ. Шупашкарта билетсем сарассине йёркелерӗмӗр, спонсор тупрӑмӑр, (хамӑр районти Кӗрекаҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Глеб Ильич Афанасьев, вӑл Шупаш­карти   «ОЖДХ»    ОАОра коммерци директорӗнче ӗҫлет) хамӑр артистсене (140 çын) Шу­пашкарти  пёр  столовӑйра тÿлевсӗр апат  ҫитертӗмӗр. Хула тӑрӑх  концерта йыхравлакан пёлтерÿсене хамӑрах ҫакса ҫÿрерӗмӗр.     Ку ĕçсем  вара В. С. Серафимов тӑрӑшнипе пулчӗҫ. Вăл   район ятне тата çÿлерех ҫӗклес  тесе хӑй вăхăтне те, хӑш чух хăй укҫи-тенкине те шеллесе тӑмарӗ. Ăна та питӗ пысӑк тав. Ҫавӑн пекех тата манӑн район­ти Культура ҫурчӗн директорне О. Дуйсембаевана, халӑх хорӗн ертӳҫисене Л. Ильинапа Г. Алексеева, фольклор ушкӑнӗн     ертӳҫисене Н. Никоноровпа Л. Егорована, Тракри чӑвашла-нимӗҫле шкул-гимназиа пултарулӑх ертӳҫине Н. Фили­монова уйрӑммӑн палӑртса, тав туса хӑварас килет. Хамӑр тӑрӑхри юрӑсене, пултарулӑха кӑтартма пултарнӑшӑн, концертсемпе тухса ҫӳреме ӳркенсе тӑманшӑн     кашни юрӑ-ташӑ ӑстине   пысӑк тав. Пирӗн малашлӑха — Саша Никитина, Ваня Архипова,   Сергей Нико­лаева     пысӑк тав, ӑнӑҫусем. Концерта хапӑл тусах хутшӑннӑ Чӑваш     халӑх артисчӗсене Зоя Лисицинапа Иван Христофорова тав    тӑватӑп, пире татах пулӑшасса шанса тӑратӑп. Уйрӑм   тав сӑмахӗсем район администрацийӗн   пуҫлӑхне С. А.  Николаева,  пире ялан ӑнланса, пулӑшса пынӑшӑн. Малашне те пулӑшса пырасса шанса   эпир хамӑр     ума ҫӗнӗ тӗллевсем   лартатпӑр: кӳршӗсем патне тухса   ҫӳресси, Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитсе курасси, фев­ралĕн 12-мӗшӗнче     К. Иванов ячӗллӗ   Чӑваш патшалӑх академипе драма    театрӗн сцени ҫинче район кунне палӑртасси, март пуҫламӑшӗнче йӑлана кӗнӗ «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестиваль ирттересси.

Ман шутпа, ҫак ҫӑмӑл мар вӑхӑтра юрӑ-ташӑсӑр пурӑнма пире татах та йывӑр пулӗччӗ. 

Ю. ШЕПИЛОВ, Чӑваш Республикин музыка обществин районти уйрӑмӗн ертӳҫи

("Ял пурнăçĕ" хаçатран, 2001 çулхи кăрлач уйăхĕ)


Из архива фестиваля:

Министру культуры и по делам национальностей
Чувашской Республики
Денисовой О.Г.

Главам районных администраций 
Чувашской Республики

О фестивале "МЕЛОДИИ ШАТЬМЫ И ЦИВИЛЯ"

В поисках новых форм активизации коллективов художественной самодеятельности, повышения заинтересованности авторов в создании новых произведений отделом культуры администрации Красноармейского района осенью 1996 года было задумано прведение фестиваля "Мелодии Шатьмы и Цивиля". Организаторы фестивали поставили конкретную задачу перед отдельными исполнителями, коллективами художественной самодеятельности. Все они должны были исполнять песни местных авторов, т.е. и композитор, и и поэт должны были быть уроженцами Красноармейского района. 
Первый фестиваль состоялся в январе 1997 года, он был приурочен ко Дню образования района. На фестивале 19998 года были приглашены коллективы Шумерлинского, Цивильского, Чебоксарского районов. В 1999, 2000 годах концерты фестиваля состоялись в Вурнарском районе. В ноябре 2000 года  - в Моргаушском РДК. 16 февраля этого же года в Вурнарском РДК состоялись концерты коллективов художественной самодеятельности в рамках пятого фестиваля "Мелодии Шатьмы и Цивиля". 
Если раньше среди композиторов республики были широко известны Ф.М. Лукин, И.Р.Степанов, Н.Г.Григорьев, К.П.Архипов, Н.Ф.Филимонов, М.И.Ильин, то с началом проведения фестиваля количество композиторов достигло до 30 человек. Теперь среди молодых авторов-песенников известны члены Ассоциации композиторов Чувашской Республики Ю.В.Шепилов, В.В.Рудникова, М.В.Дмитриев, Г.Ф.Алексеев, З.А.Петрова. С большим чувством исполняются песни редактора районной газеты "Ял пурнăçĕ" И.А.Прокопьева. Среди самобытно талантливых авторов новых песен отметились В.П.Уганин, Г.П.Прокопьев, С.А.Гаврилов, М.Н.Никоноров. Кстати, последний является выпускником Казанской консерватории.
Откуда же взялось название фестиваля "Мелодии Шатьмы и Цивиля"? На территории Красноармейского района протекают многие реки. В том числе известные всей республике реки  Большая Шатьма, Малая Шатьма и Большая Цивиль. Из 2356 рек и ручей, протекающих по Чувашии, Большая Цивиль имеет наибольшую длину - 173 километров. Она берет свое начало с Шумерлинского района, протекает по Вурнарскому, Красноармейскому, Цивильскому районам. Второй рекой республики является Малая Цивиль, ее длина 134 километра. Она берет свое начало с Ибресинского района, протекает по Канашскому и Цивильскому районам. В района города Цивильска Большая Цивиль и Малая Цивиль соединяются в одно русло. Дальше Цивиль течет разделяя два соседних района - Чебоксарский и Марпосадский - и впадает в Волгу-матушку. Длина реки Большая Шатьма примерно равна 34 километрам. Она берет свое начало с деревни Шатьмапоси Моргаушского района.  Таким образом, бассейны рек Большая Шатьма, Малая Шатьма, Большая Цивиль и Малая Цивиль охватывают территорию девяти районов, а именно Вурнарского, Канашского, Красноармейского, Моргаушского, Марпосадского, Ибресинского, Шумерлинского, Цивильского, Чебоксарского районов.
Отрадно отметить, что инициатива отдела культуры администрации Красноармейского района поддержана коллегами вышеназванных районов. Все они изъявили желание принять участие в пятом фестивале "Мелодии Шатьмы и Цивиля". Пятый фестиваль проводится с октября 2000 года по март 20001 года. 16 марта в Цивильском районе встретятся коллективы Цивильского, Канашского, Красноармейского районов. 22 марта в селе Шоршелы встретятся коллективы Чебоксарского, Марпосадского, Красноармейского районов. 29 марта концерты фестиваля состоятся в сельских Домах культуры Красноармейского района. Заключительный концерт фестиваля состоится 30 марта в Красноармейском РДК. Вручение дипломов и ценных подарков состоится на данном концерте.
От имени управления культуры, о делам молодежи, физической культуры и спорта администрации Красноармейского района обращаемся в адрес министра культуры и по делам национальностей Чувашской Республики Денисовой О.Г., глав 9 районных администраций поддержать фестиваль "Мелодии Шатьмы и Цивиля"

Заместитель начальника управления культуры,
по делам молодежи,
физической культуры и спорта
администрации Красноармейского района
В.С.Серафимов

5 марта 2001 года


Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТунЫтЮнКçЭрШмВыр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Архивра
Сайт тусĕсем
  • Сайт йĕркеле
  • Пĕтĕмпех веб-мастер валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Киленĕç тĕнчи
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  •  
     
    Copyright MyCorp © 2024
    Бесплатный хостинг uCoz