Сайт тытăмĕ
Ыйтăм
Пирĕн сайта хаклăр
Пурĕ миçе хурав: 23
Статистика

Халĕ кунта миçен: 1
Хăнасем: 1
Усă куракансем: 0
Кĕмелли форма
Тĕп страница » 2012 » Авăн » 6 » Учитель-композитора чысларĕç
21:04
Учитель-композитора чысларĕç
Районти паллă çын — халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, ЧР композиторсен Ассоциацийĕн членĕ, Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, Н. Ф. Филимонов авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче 75 çул тултарчĕ. 
Шăпах хăй çуралнă кун хамăрăн ятлă-сумлă ентешĕмĕре сума суса савăнăçлă каç иртрĕ. Ăна газ уçлакан станцинче вăй хуракан, унти клубăн хастарĕ, Васнар арĕ Владимир Григорьев йĕркелесе ертсе пычĕ. Чи малтанах вăл юбилярăн кун-çулĕпе паллаштарчĕ, ун хыççăн Н. Филимонова саламлама килнисене сăмах пачĕ. 
Юбилей каçне тăван-хурăнташĕсем, тус-юлташĕсем, пĕрле ÿснĕ е вĕреннĕ тантăшсем, сăвăç-юрăçсем, учрежденисен ертÿçисемпе обществăлла организацисен яваплă çыннисем йышлăн пухăннă. Кашниех юбиляр ячĕпе ăшă сăмахсем калама, пурнăçра унпа пĕрле ирттернĕ вăхăтсене аса илме тăрăшрĕ. Хăнасенчен чи ватти Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ, 88 çулхи М. Прохоров пулчĕ. Вăл çур ĕмĕр каяллах юбилярпа культура ĕçĕнче тăрăшнă. 
Учитель-ветерана район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ хисеп хучĕпе чысланă. Ăна çав тытăмра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисен районти канашĕн председателĕ Л. Григорьев парса саламларĕ, парнепе чысларĕ. Çавăн пекех ветерансен районти канашĕн ертÿçи тата Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ Г. Ефимов салам сăмахĕсем каларĕ, хăй Н. Филимонова халалласа çырнă сăввине вуларĕ. Вăл та юбиляра хисеп хучĕпе парне пачĕ. 
Н. Филимонов районти "Ял пурнăçĕ" хаçатпа та туслă çыхăну тытать. Унта унăн юррисем пичетленеççĕ. Кунтах вăл "Хитре çурхи тавралăх" ятлă юрă кĕнеки те кăларнăччĕ. Юбиляра хисеплесе чыслама райхаçатăн тĕп редакторĕ И. Прокопьев килнĕ. Вăл Николай Филимонович пирки чылай ыррине каларĕ, редакцин хисеп грамотине, район энциклопедийĕн малтанхи кăларăмне, хăйĕн литература хайлавĕсен кĕнекисене, парне пачĕ.
Ăста композитор каçне Чăваш композиторĕсен пĕрлĕхĕнче тăракан ентешсем те килнĕ. Кушкăри И. Степанов, Яманакри Г. Алексеев Н. Филимоновăн пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç, хăйсем кĕвĕленĕ тата юбиляр юррисене шăрантарчĕç. Вĕсемпе пĕрле А. Алексеевпа Г. Ефимов музыкçăсем вылянипе Л. Григорьев, В. Григорьев, В. Волков, В. Алексеева, Н. Филимоновапа Л. Белова юрăçсем хутшăнчĕç. 
Н. Филимонов ку таранччен 100 юрă ытла кĕвĕленĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ халăхра анлăн сарăлнă. Уйрăмах хамăр районта çуралса ÿснĕ поэтсен сăввисене суйласа илет. Авторсем ăна уншăн тав тăваççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ композиторăн юбилей каçĕнче Л. Антоновпа Н. Ершов сăвăçсем ун пирки асăнса ăшшăн саламларĕç, парнесемпе чысларĕç. 
Красноармейскинчи вăтам шкулта пĕрле вĕреннисен ячĕпе В. Гордеевапа Г. Алексеев сăмах каларĕç, татах та нумай пурăнма ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç. 
Юрă-ташă чылая тăсăлчĕ юбилейра. Хăйне çапла чыс-сум кÿнĕшĕн Н. Филимонов пурне те чĕререн тав турĕ.

Николай Ершов - Янгер
Миçе хут пăхнă: 439 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Авăн 2012  »
ТунЫтЮнКçЭрШмВыр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
Архивра
Сайт тусĕсем
  • Сайт йĕркеле
  • Пĕтĕмпех веб-мастер валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Киленĕç тĕнчи
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  •  
     
    Copyright MyCorp © 2017
    Бесплатный хостинг uCoz