Паян Трак енре кашни ҫул иртекен XXIV "Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем" фестивалĕн гала-концерчĕ иртрӗ. Унта Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар округӗсенчи юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Юрӑ-кӗвӗ уявӗ питӗ кӑмӑллӑ та хаваслӑ иртрӗ.