Сайт тытăмĕ
Пайри категорисем
Мои статьи [9]
Ыйтăм
Пирĕн сайта хаклăр
Пурĕ миçе хурав: 26
Статистика

Халĕ кунта миçен: 1
Хăнасем: 1
Усă куракансем: 0
Кĕмелли форма
Каталог статей
Тĕп страница » Статьясем » Мои статьи

«Шетмĕпе Çавал кĕввисем» çĕнĕ ятсем çуратрĕ
Пушăн 30-мĕшĕнче Красноармейски районĕн халăх пултарулăхĕн çуртĕнче композитор, юрă-сăвă тата халăх пултарулăхĕн «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» ятлă ХII фестиваль иртрĕ. Ăна ку хутĕнче Аслă Çĕнтерӳ çитнĕренпе — 65, района никĕсленĕренпе 75 çул çитнине тата Вĕрентекен çулталăкне халалларĕç.
Фестивале район гимнĕпе уçрĕç. Район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ Н. Антонов Трак тăрăхĕнче сăвăçсемпе композиторсен тата юрăçсен йышĕ ӳссе пынине, вĕсемпе тивĕçлипех мăнаçланнине, хальхи фестиваль те çĕнĕ ятсем çуратнине палăртрĕ, пултарулăх çыннисене район администрацийĕ ячĕпе ăшшăн тав турĕ, çирĕп сывлăхпа вăй-хăват сунчĕ. Фестиваль пĕлтерĕшне пысăка хурса, çавăн пекех район администрацийĕн культура, спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А. Лебедев, районти музыка пĕрлĕхĕн ертӳçи Н. Никоноров тата Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн ертӳçин çумĕ Н. Ершов сăмах каларĕç. Пирĕн паллă ентешĕн, Çĕньял Упи ялĕнче çуралнă истори ăслăлăхĕсен докторĕн тата ятлă-сумлă композиторăн В. Романовăн мăшăрĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Р. Романова красноармейскисене Вилорик Федоровичăн юрри-кĕввине упранăшăн, ăна манăçа кăларманшăн чун-чĕререн тав турĕ, В. Романовăн кĕнекисене районти тĕп вулавăша парнелерĕ. С. Аксар сăввипе Вилорик Федорович кĕвĕленĕ «Юратнă сукмак» юрра фестивальте Л. Михайловапа Г. Яковлев шăрантарчĕç, диплома тивĕçрĕç.
Ятарлă жюри йышĕнче Çĕрпӳ районĕнчи Вăрманкасри культура çурчĕн директорĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Е. Егоров, унти халăх хорĕн хормейстерĕ В. Парфенов, районти ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ Е. Михеева тата паллă сăвăç, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л. Антонов пулчĕç. Вĕсем фестиваль концерчĕн программине кĕртнĕ юрăсен кĕвви-çеммине, темине, содержанине, илемлĕхне, янравлăхне тата пахалăхне тĕплĕн тишкерсе хакларĕç. Куракансем ятлă-сумлă Н. Филимонов, В. Рудникова, Ю. Романов, М. Дмитриев, И. Степанов, И. Прокопьев, В. Романов, Ю. Шепилов, О. Димитриев, Г. Дубров композиторсеннипе пĕрлех юрăсем кĕвĕлес пархатарлă çул çине тăнă В. Никитин, В. Иванов, Владимирпа Валериан Троицкийсен, А. Васильев, В. Уганин, С. Семенов хайлавĕсене те хапăлласа йышăнчĕç. Вĕсене залра ларакансем патне халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ (ертӳçи — ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев), «Трак ен» халăх фольклор ушкăнĕ (ертӳçи — Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Н. Никоноров), «Заволжский» клуб çумĕнчи «Каприз», Чатукассинчи тата Упири кану центрĕсен пултарулăх ушкăнĕсем, Л. Егоровапа О. Димитриев, Л. Захарова, А. Козлова, Н. Петрова, С. Данилова, Р. Васильев, Е. Николаева тата ытти солистсем çитерчĕç.
Фестиваль хăйĕн гимнĕпе — пирĕн ентешсем Верăпа Гурий Алексеевсем çырса кĕвĕленĕ «Шетмĕпе Çавалăн кĕввисем» юрра пурте пĕрле юрланипе вĕçленчĕ.
Жюри членĕсем тĕрлĕ номинацисенче палăрнă ветерансен хорне, Л. Михайловапа Г. Яковлева, Надежда Петровапа Анастасия Козлована, Владимирпа Валериан Троицкийсене, Е. Николаевана, С. Данилована, Л. Захарована, Г. Дуброва, Чатукассинчи кану центрĕн пултарулăх, «Трак ен» халăх фольклор тата «Заволжский» клуб çумĕнчи «Каприз» ушкăнсене дипломсемпе чысларĕç.
Красноармейскисем çавăн пекех хуткупăсçăсен ансамблĕн (ертӳçи — Н. Никоноров) тата Çĕрпӳ районĕнчи Вăрманкасри культура çурчĕ çумĕнчи «Хĕлхем» ушкăн пултарулăхне те пысăк хак пачĕç.

25.04.2010
Категория: Мои статьи | Добавил: mixaj_58 (09.03.2012)
Просмотров: 451 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сайт тусĕсем
  • Сайт йĕркеле
  • Пĕтĕмпех веб-мастер валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Киленĕç тĕнчи
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  •  
     
    Copyright MyCorp © 2024
    Бесплатный хостинг uCoz