Сайт тытăмĕ
Ыйтăм
Пирĕн сайта хаклăр
Пурĕ миçе хурав: 23
Статистика

Халĕ кунта миçен: 1
Хăнасем: 1
Усă куракансем: 0
Кĕмелли форма
Тĕп страница » 2016 » Ака » 8 » Йăлана кĕнĕ “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестиваль 18-мĕш хут иртрĕ
22:36
Йăлана кĕнĕ “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестиваль 18-мĕш хут иртрĕ

Районти Культура çуртĕнче куракансем йышлă пулнипе черетлĕ праçник — йăлана кĕнĕ “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестиваль иртрĕ. Ăна кунти ĕçченсем — Н. Филипповапа Л. Игнатьева йĕркелесе пычĕç. Районти пĕрлештернĕ хор малтанах уяв гимнне — “Шетмĕпе Çавалăн кĕввисем” юрра (сăввипе кĕвви — Г. Алексеевăн) шăрантарчĕ. Унтан сцена çине район пуçлăхĕ О. Димитриев, район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков, ЧР композиторсен ассоциацийĕн президенчĕ Н. Зимин тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Р. Сарпи сăвăç тухрĕç. “Ку фестивале çуллен тулли кăмăлпа пуçтарăнатпăр. Программăра çĕнĕ юрăсем янăранине итлесе киленетпĕр. Апла пурнăçăн малашлăхĕ пурах. Сăвă-юрă авторĕсен пултарулăх лаççи вĕресе тăтăр, вĕсенчен татах та çĕнĕ юрăсем кĕтетпĕр”, — палăртрĕ Олег Васильевич. “Районта паян — пысăк уяв. Çакă Трак ен сăвăçсемпе композиторсенчен пуяннине тепĕр хут çирĕплетет. Вĕсем Тăван çĕршывпа юратнă тăрăха мухтакан çăлкуç евĕр юхса шăранакан юрăсем кĕвĕлеççĕ. Хăнасем те чылайăн килнĕ фестивале. Пурне те ăнăçу сунатăп”, — тесе саламларĕ Сергей Львович. “Пĕрремĕш фестиваль 1997 çулта иртнĕччĕ. Апла пулсан, çитес çул 20 çулхи юбилее кĕтсе илетпĕр. Чăн-чăн халăх фестивалĕ ку. Чăвашсен мухтавлă композиторĕн Ф. Лукинăн çĕршывĕнче халăх пултарулăхĕн йăли-йĕркине çирĕппĕн упраса пурăнни савăнтарать”, — каларĕ Николай Александрович. Вăл Н. Никоноровпа А. Тюмерова ЧР композиторсен ассоциацийĕн членĕн удостоверенийĕсене пачĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Р. Сарпи поэт вара, фестивале килнĕ май, çул çинче çырнă сăввине вуларĕ. “Трак енрен композиторсем нумайăн тухни чăннипех те савăнтарать. Акă, хальтерех Кĕçĕн Шетмĕри В. Иванов юрăç-композиторпа туслашрăм. Юрăпа пурăнар, юрăпа!” — тесе пĕлтерчĕ Раиса Васильевна. Унтан фестивале ертсе пыракансем сумлă жюри йышĕпе паллаштарчĕç, унта ЧР композиторсен ассоциацийĕн президенчĕ Н. Зимин, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Р. Сарпи сăвăç, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ю. Кудаков композитор тата Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищин преподавателĕ А. Юнисов композитор кĕчĕç. Савăнăçлă пай хыççăн фестиваль концерчĕ пуçланчĕ. Ăна районти Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев) “Шупашкарăм, Шупашкар” (сăввипе кĕвви — В. Рудникован) тата “Хавхаланса юрлар-и?” (сăвви — Н. Ершовăн, кĕвви — Ю. Романовăн) юрăсемпе пуçларĕ. Малалла “Карай ен” вокал ансамблĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев) “Шăрантар купăсна, ылтăн хирĕм” (сăмахĕсем — Ю. Сементерĕн, кĕвви — И. Прокопьевăн), С. Петров “Тупсăм эсĕ” (сăввипе кĕвви те — хăйĕн), “Трак ен” халăх фольклор ансамблĕ (ертỹçи — А. Никонорова) “Тăвансемĕр, пухăнар” (сăввипе кĕвви — В. Рудникован), Л. Егорова (Шывпуç) “Уйрăлу” (сăмахĕсем — Т. Борисован, кĕвви — О. Димитриевăн), “Заволжский” клуб çумĕнчи ветерансен халăх хорĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М. Дмитриев) “Савăнса утар пĕрле” (сăвви — Л. Антоновăн, кĕвви — Н. Филимоновăн), В. Чернов “Трак ен юрри” (сăвви — Н. Ершовăн, кĕвви — В. Рудникован), Кĕçĕн Шетмĕри “Çăлкуç” вокал ансамблĕ “Анне" (сăвви — В. Ермолаевăн, кĕвви — С. Гавриловăн) , “Шетмĕ ен” вокал ансамблĕ (ертỹçи — Г. Яковлев) “Тăван ен” (сăвви — Ю. Сементерĕн, кĕвви — Ю. Романовăн), Т. Тимофеева “Савни тесе калăттăм” (сăмахĕсем — Л. Антоновăн, кĕвви — М. Ильинăн), Мăн Шетмĕри “Шурăмпуç” вокал ансамблĕ (ертỹçи — Л. Митрофанова) “Тунсăх юрри” (сăвви — Р. Петровпа Н. Ершовăн, кĕвви — И. Степановăн), Г. Яковлев “Тупа” (сăвви — Н. Ершовăн, кĕвви — В. Рудникован) юрăсене шăрантарчĕç. Концерта тĕрлĕ жанрлă 36 номерпе пĕтĕмпе 2 хор, 9 ансамбль, 2 дуэт тата 18 солист хутшăнчĕç. Хамăр районтисем кăна мар, Çĕнĕ Шупашкартан, Йĕпреç, Муркаш, Куславкка, Канаш, Çĕрпỹ, Вăрнар районĕсенчен килнисем те. Вĕсенчи уйрăм юрăçсемпе 3—4 çынран тăракан ушкăнсем ( халĕ фестивале аякран килекенсен йышĕ малтанхи çулхисем евĕр пысăк мар, ку, паллах, чи малтан транспорт тăкакĕсемпе çыхăннă) ятлă-сумлă Н. Эриванов, Б. Федоров, К. Марков, В. Ильдяков, В. Кузнецов, Ю. Петухов (Кашкăр), В. Янтуш, В. Волков тата ытти композиторсем кĕвĕленĕ юрăсене куракана парнелерĕç. Сăввисене вара И. Саландаев, Г. Хавал, Л. Федорова, Н. Краснова, А. Смолин, Л. Филиппова, Чĕкеç Люççи тата ыттисем хайланă. Вĕсем пурте фестиваль Дипломĕсене тивĕçрĕç. Жюри вара малтисене номинацисем тăрăх палăртрĕ. Çĕнтерỹçĕсен йышне пирĕн районти çак юрăçсемпе ушкăнсем кĕчĕç: “Чи лайăх юрăç” номинацире — Г. Яковлев — I степеньлĕ лауреат; В. Черновпа С. Петров — II степеньлисем; Л. Егорова — III степеньли; “Чи лайăх хор” ятлинче — районти Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ — I степеньлĕ лауреат; “Заволжский” клуб çумĕнчи ветерансен халăх хорĕ — II степеньли; “Чи лайăх вокал ансамблĕ” ятлинче — “Трак ен” халăх фольклор ансамблĕ I степеньлĕ лауреат; “Карай ен” вокал ансамблĕ — II степеньли; Кĕçĕн Шетмĕри “Çăлкуç” вокал ансамблĕ — III степеньли; “Хор валли чи лайăх произведени” номинацире — “Хавхаланса юрлар-и?” (Н. Ершов сăвăç); “Вокал валли чи лайăх произведени” ятлинче — “Шăрантар купăсна, ылтăн хирĕм” (композиторĕ — И. Прокопьев). Вĕсене тата ытти районсенчен килнĕ çĕнтерỹçĕсене фестиваль Дипломĕсемпе чысларĕç.
В. Данилов.
 

Миçе хут пăхнă: 132 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2016  »
ТунЫтЮнКçЭрШмВыр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
Архивра
Сайт тусĕсем
  • Сайт йĕркеле
  • Пĕтĕмпех веб-мастер валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Киленĕç тĕнчи
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  •  
     
    Copyright MyCorp © 2017
    Бесплатный хостинг uCoz